Етĕрнери хăшпĕр çуртсенче пурăнакансен хваттерĕсенче иртнĕ эрнеренпе крансем типĕ

Етĕрнере пурăнакан 500 ытла çын иртнĕ эрнеренпе шывсăр нушаланать. Сăлтавĕ ― хулана шыв паракан станцири насуссем йĕркерен тухни. Вĕсене хăçан юсама палăртнă тата халăх ку тĕлĕшпе мĕн шухăшлать? Хуравне пирĕн корреспондент Алексей Енейкин шырарĕ.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Етĕрнере шыв çуккипе çыхăннă пăтăрмах юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче пуçланнă. Унтанпа Сăр юханшывĕн сулахай енче вырнаçнă 23 нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем канăç çухатнă. Уйрăмах 4-мĕш тата 5-мĕш хутри хваттерсенче шыв çук.

Карл Маркс урамĕнчи 111-мĕш çуртра пурăнакан Людмила Лукина кашни кунах кӳршĕ хĕрарăмĕпе пĕрле çак колонкăна шыв ăсма çӳрет. Кунне темиçе те çапла каллĕ-маллĕ хутлама лекет, теççĕ вĕсем.

Çамрăксен урамĕнче те çавăн пекех лару-тăру. 30-мĕш çуртăн 5-мĕш хутĕнче пурăнакан Ева Рачкеева кашни сехетрех шыв паман-ши тесе кухньăри крана уçса пăхать. - Кăмăла хуçни кăна,- тет тарăхса. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемье шыв ăсма хула çумĕнчи яла çӳрет.

Çăмăллăхсем пирки вара ним каласси те çук, ялти пек урама çӳретпĕр,- тет кинеми. Çакăн евĕр пăтăрмах Етĕрнере час-часах пулкалать иккен. Шывсăр пурăнма тахçанах хăнăхнă теççĕ кунти çынсем.

Шыв çуккипе тарăхакансем çак кунсенче районпа хула администрацине ĕçе кайнă пек пулăшу ыйтма çӳретпĕр теççĕ. Анчах та хальлĕхе кăткăс ыйтăва никам та татса паман. Эпир те Етĕрне администрацине çул тытрăмăр. Унта пире хулана шыв паракан 6 насусран 2-шĕ юрăхсăра тухни пирки пĕлтерчĕç. Иртнĕ кунсенче вĕсене юсама хăтланнă, анчах ― кăлăхах: пĕр шăтăкра кивелнĕ шыв пăрăхĕсене шайлаштарайман, тепринче улăштарма пуçланă насуса 70 ытла метр тарăнăшне ӳкернĕ. Халĕ пулăшу Шупашкартан кĕтеççĕ.

Халĕ етĕрнесем ытти кăлтăксем сиксе ан тухчĕр тесе кĕл тăваççĕ.
 
По теме
В последнее время в Управление Росреестра по Чувашии поступает много обращений, в которых граждане интересуются, почему на портале Госуслуг в Личном кабинете не отображается недвижимость, владельцем которой они являются.
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела