Вĕренÿ çулĕ умĕн йĕрке хуралçисем шкулсенчи хăрушсăрлăха тĕрĕслеççĕ

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ çывхарнă май Раççей гвардийĕн  Чăваш Енри управленийĕ шкулсенче ятарлă вĕренӳ йĕркелет, хуралçăсемпе инструктаж ирттерет. Вĕсемпе пĕрле паян пирĕн пултарулăх ушкăнĕ 4-мĕш гимназире пулчĕ.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Пĕлӳ çурчĕсенчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕ яланах малти вырăнта тăрать. Йĕрке хуралçисене чĕнсе илмелли пускăч кашни шкултах пулмалла. Çак тĕллевпе республикăри вĕренÿ учрежденийĕсен 95 процентне ятарлă хатĕрпе тивĕçтернĕ. Ку ĕçре Раççей гвардийĕн тӳпи пысăк. Ун тытăмне кĕрекен ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕ тĕрлĕ предприяти-организацине, учрежденине сыхлать. Унта ĕçлекенсене чĕнмелли сăлтав тĕрлĕрен пулать.  Акă, шкул карти урлă питне хупланă çын каçса кĕрет. Çакна сăнав камери урлă хуралçă асăрхать. Палламан çын пĕрремĕш хутри чӳречене уçса класа кĕнине  ăнланса илет те, çав самантрах кун пирки йĕрке хуралçисене  пĕлтерет.

Хуралçă усал шухăшлă çынна тытса чарма хăтланнă вăхăтра Наци гвардийĕн службăри экипажĕ 4-мĕш гимнази енне çул тытать.

Вырăна çитме вăтамран 3-5 минут иртет. Хальхинче  икĕ минут  та çителĕклĕ пулчĕ. Вăл вăхăтра усал шухăшпа шкула кĕнĕ çын каялла чӳречерен тухса тарма хăтланать. Анчах та йĕрке хуралçисем ăна çийĕнчех тытса чараççĕ.

Çакăн евĕр вĕренӳсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Ачасем шкулта шанчăклă алăра пулни ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсене те лăпкăлăх кӳрет.

Шупашкар хулинчи лăпкăлăха ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕн 12 экипажĕ сыхлать. Унсăр пуçне Раççей гвардийĕн хастарĕсем тăтăшах тĕрлĕ рейд йĕркелеççĕ. Хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.

Шкулсенчи хурал службин ĕçне Раççей гвардийĕ çирĕп йĕркесене пăхăнса тĕрĕслет. Кирлĕ пулсан кашни хуралçăпа ятарлă инструктаж ирттерет.
 
По теме
В последнее время в Управление Росреестра по Чувашии поступает много обращений, в которых граждане интересуются, почему на портале Госуслуг в Личном кабинете не отображается недвижимость, владельцем которой они являются.
Профессионализм, опыт и знания врачей Перинатального центра Городской клинической больницы №1 позволяют решать самые сложные клинические случаи.
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела