Коррупципе кĕрешесси - пĕрлехи тĕллев

Коррупципе кĕрешесси - пĕрлехи тĕллев
Фото: cheb.ruc.su

Шупашкарти коопераци институтĕнче раштавăн 7-мĕшĕнче «Граждан обществи, çав шутра çамрăксем тата студентсем, коррупци паларамĕсемпе кĕрешме тата профилактикăлама хутшăнни» ятпа «çавра сĕтел» иртнĕ.

Мероприятие Чăваш Республикин прокуратурин тата Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти филиалĕн ĕçтешлĕх килĕшĕвне тĕпе хурса йĕркеленĕ. «Çавра сĕтеле» уçиччен республика прокуроре, 2 класс патшалăх юстици канашçи Василий Пословский вĕренӳ заведенийĕнче юридици факультечĕн вĕрентӳ программине пурнăçа кĕртессине тивĕçтернипе паллашнă, ĕç-хĕле пысак хак панă.

Тĕлпулура, тĕпрен илсен, коррупципе кĕрешмелли мерăсен тухăçлăхне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, коррупци преступленийĕ тунă çынсен уголовлă еçесен тĕслĕхĕсем, коррупцие хирĕç тăрасси çинчен калакан саккунсене лайăхлатмалли çинчен калаçнă, хальхи вăхăтри çивĕч ытти ыйтăва сӳтсе явнă.

«Çавра сĕтел» ĕçне институт ректоре, истори наукисен докторĕ Валерий Андреев профессор, институтăн проректорĕсем юридици наукисен кандидачĕ Елена Антонова доцент, юридици наукисен докторе Михаил Кириллов профессор, Чăваш Республикин прокуратурин коррупципе кĕрешесси çинчен саккуна пурнăçланине тĕрĕслекен пай пуçлахĕ, юстици аслă канашçи Денис Васильев, ЧР прокурорĕн право тивĕçтерĕвĕ тата общественноçпа çыхăну йĕркелес енĕпе ĕçлекен аслă пулăшуçи, юстици канашçи Денис Антонов, ЧР прокурорĕн МИХсемпе хутшăну йĕркелес енĕпе ĕçлекен аслă пулăшуçи, юстици канашçи Алексей Якушевич, Шупашкарти коопераци институчĕн факультет тата колледж деканĕсем, преподавательсемпе студентсем хутшăннă.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин прокуратурин аппарачĕн ĕçченĕсем институт студенчĕсен тата преподавателĕсен хальхи вăхăтра коррупци палăрăмĕсемпе кĕрешмелли мерăсене лайăхлатассипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравланă.

«Хыпар», № 140-141 от 14 декабря 2018 года

День театра в общеобразовательных учреждениях Шумерлинского муниципального округа - Шумерлинский район 27 марта во всем мире отмечается Международный день театра - профессиональный праздник деятелей театрального искусства, учрежденный в 1961 году в Вене на IX конгрессе Международного института театра при ЮНЕСКО.
Шумерлинский район
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани