Республика Пуçлăхĕ икĕ районти уй-хир ĕçĕпе паллашрĕ

Республикăра пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Тĕрлĕ ведомствăпа министерствăра тăрăшакансем, депутатсем, вырăнти пуçлăхсем район-хуласене çитсе халăха канăç паман ыйтусене сÿтсе яврĕç. Тĕп вырăнта - çур аки мĕнле пыни. Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ тата Красноармейски тăрăхĕсене çитсе курчĕ.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Çанталăка пула хресченсен кăçал уй-хир ĕçне икĕ эрне каярах тухма тивнĕ. Çакă çĕр пиçсе çитменнипе тата ака уйăхĕнче юр çуса лартнипе çыхăннă. Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Андрей Хорошавин фермер хуçалăхĕнче пулчĕ. Тĕл пулу уй-хирте иртрĕ. Специалистсем кĕркунне акса хăварнă рапс мĕнле хĕл каçнине хак пачĕç. Михаил Игнатьев хресченсен ĕç укçипе кăсăкланчĕ, шалу пĕчĕк пулнипе кăмăлсăрланчĕ. Ертÿçĕне ĕçлекенсене ытларах тÿлеме майсем тупма хушрĕ. Хуçалăхра çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче çеç уй-хире тухма пултарнă. Анчах йĕпе-сапа пулнăран ĕçсем 6 кунлăха чарăнса ларнă. Çурхисене кăçал 1300 гектар çинче акса хăварма тĕллевленĕ. Вĕсенчен 800 гектар рапс йышăнĕ. Ытти - тĕш тырă. Чĕр таварлăх туса илекен культура ытларах тупăш парасса кĕтеççĕ çĕрпÿсем.

Унтан Михаил Игнатьев красноармейскисен уй-хирĕпе паллашрĕ. «Таябинка» хуçалăхри калчасем мĕнле вăй илнипе кăсăкланчĕ. Тепĕр чарăну «Красное Сормово» предприятире пулчĕ. Хуçалăхра пăрçа тата куккурус акаççĕ. Республикипе 120 пин гектар тирпейленĕ. Ку вăл мĕн палăртнин 58 проценчĕ пулать. 67 хуçалăхра çак ĕçе вĕçленĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕ хресченсем умне çур акине çывăх кунсенче пĕтерме тĕллев лартрĕ. Графике пăхăнас тесе темиçе сменăпа ĕçлекенсем те пур. Республикипе талăкра вăтамран 16 пин гектар акаççĕ, уй–хирте куллен 1700 техника тата 7 ытла пин çын тăрăшать. Патшалăх пулăшăвĕ те вăхăтра çитнĕ.

Михаил Игнатьев çавăн пекех сĕт-çу фермине те тимлĕх уйăрчĕ, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ.
 
По теме
В последнее время в Управление Росреестра по Чувашии поступает много обращений, в которых граждане интересуются, почему на портале Госуслуг в Личном кабинете не отображается недвижимость, владельцем которой они являются.
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела