Çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕпе Урал тăрăхĕнче пурăнакансем те паллашрĕç

Вĕсем Петр Пупин скульптор, Зинаида Воронова ăста тата «Паха тĕрĕ» фабрика хатĕрленĕ ĕçсене хаклама пултарчĕç. Екатеринбургри Халăх культурин центрĕнче «Чувашия. Творцы и хранители» курав уçăлчĕ.
 
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов

Урал тăрăхĕнчи халăха чăваш культурипе паллаштарас шухăш Свердловск облаçĕнчи наципе культура центрĕн хастарĕсен çуралнă. Ырă пуçарăва хутшăнма Шупашкарти ентешĕсене те чĕннĕ. «Паха тĕрĕ» фабрика унта чăваш тĕрриллĕ çи-пуç, ал шăлли,сĕтел çивиттисем тата  тем те пĕр илсе кайнă.

Петр Пупин скульптор та Урал тăрăхĕнче пурăнакансене хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.  Вĕсенче чăваш халăхĕн пурнăçĕ сăнланнă. Курма килнисене Зинаида Воронова ăсталакан хушпу, тухья, тĕрлĕ эреш те кăсăклантарчĕ.
Чăваш Республикин историйĕпе паллаштаракан экспонатсемпе çавăн пекех Свердловск облаçĕнчи таврапĕлÿ музейĕ тата  библиотека тивĕçтернĕ. Курава чăваш юрри-ташши те илем кÿчĕ.

Ăна хăнасене Екатеринбургри тата Тюмень облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем парнелерĕç. Курав Екатеринбургра пуш уйăхĕ вĕçĕчченех ĕçлĕ.

Ещё новости о событии:

Вĕсем Петр Пупин скульптор, Зинаида Воронова ăста тата «Паха тĕрĕ» фабрика хатĕрленĕ ĕçсене хаклама пултарчĕç.
13:26 06.03.2018 ГТРК Чувашия - Чебоксары
Вĕсем Петр Пупин скульптор, Зинаида Воронова ăста тата «Паха тĕрĕ» фабрика хатĕрленĕ ĕçсене хаклама пултарчĕç.
18:51 05.03.2018 ГТРК Чувашия - Чебоксары
 
По теме
Тюмень облаçĕнче Чăваш культурин кунĕсем пуçланчĕç. Çакна халалласа унта куравсемпе конкурссем, чăваш чĕлхи урокĕсем, тĕл пулусемпе концертсем иртеççĕ.
Чăваш Енри пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăхра  тата халăхăн йăла ыйтăвӗсене тивӗçтерес енӗпе ӗçлекенсем!
Екатеринбург знакомится с чувашской культурой. Работы скульптора Петра Пупина, мастера народных промыслов Зинаиды Вороновой и изделия фабрики «Паха тере» оценили жители уральской столицы.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Управление Роспотребнадзора по Чувашской Республике – Чувашии напоминает о значимости специфической профилактики туберкулеза.
Ибресинский район
В Чувашии ветераны Росгвардии почтили память погибших товарищей - Росгвардия Ветераны почтили память товарищей, погибших при исполнении служебного долга, возложили цветы к мемориалу, который находится на территории Управления Росгвардии по Чувашской Республике – Чувашии.
Росгвардия