Ч

Ют  çĕр-шыв чĕлхисен «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулĕ  Чăваш Республикин вĕренÿ тата  çамрăксен политикин министерствипе пĕрле  чăваш чĕлхине вĕрентекенсем валли  «Чăваш чĕлхине вăтам тата аслă пусăмри шкулта вĕрентессин уйрăмлăхĕсем»  темăпа  семинар  ирттерет. Мероприяти 2012 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче иртет, пуçламăшĕ 12.00 сехетре.

Семинарта пăхса тухма палăртнă ыйтусем:

-  вăтам тата аслă пусăмри шкулта вĕренекенсен психологи тĕрлĕлĕхĕ;

-  культура тытăмĕпе класс тулашĕнчи ĕç-хĕл;

-  чăваш чĕлхине вĕрентнĕ чухне «Википедипе» усă курасси;

-  ача-пăча чăваш чĕлхине мĕнле хаклани çинчен;

-  Европăри ик чĕлхелĕх;

-  хăнăхтару тренингĕсем.

Семинар ĕçне хутшăнакансем:

-  Марина Ивановна Катеева, «КМИ» психологи центрĕн ĕçлевçи;

-  Эктор Алос и Фонт, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçлевçи, социочĕлхеçĕ;

-  Кристофер Лиенг, Стокгольм университечĕн тĕпчевçи;

-  Александр Васильевич Блинов, «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулăн ертÿçи, «Хавал» пĕрлешÿ  çынни;

-Дмитрий Федорович Мадуров,  ÿнер пĕлĕвĕн кандидачĕ, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн культурологи кафедрин аслă ăслăлăх ĕçлевçи.

Программăпа анлăрах  «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулăн  www.language-school.ru   страницине кĕрсе паллашма пулать.

Мероприяти çак адреспа иртет: «Ăнăçулăх чĕлхи» шкулăн Шупашкарти çурçĕр-хĕвел анăç хутлăхĕнчи филиалĕ.  Шупашкар  хули, М. Горький проспекчĕ, 5/2. «Вĕренÿ  институчĕ» чарăну. 35-мĕш маршрут таксийĕпе çитме пулать. Филиал институтпа юнашарти пурăнмалли    çĕнĕ çуртăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă.

Семинара хутшăнасси çинчен апрелĕн 20-мĕшĕччен 43-96-77, 23-02-03 телефонпа е  directorlfs@gmail.com   э лектрон  адреспа пĕлтермелле.

Ещё новости о событии:

Ют з р-шыв ч лхисен « н зул х ч лхи» шкул  Ч ваш Республикин в реня тата замр ксен политикин министерствипе п рле ч ваш ч лхине в рентекенсем валли «Ч ваш ч лхине в там тата асл пус мри шкулта в рент
09:46 05.04.2012 Образование Чувашии - Чебоксары
Ют з р-шыв ч лхисен « н зул х ч лхи» шкул Ч ваш Республикин в реня тата замр ксен политикин министерствипе п рле ч ваш ч лхине в рентекенсем валли «Ч ваш ч лхине в там тата асл пус мри шкулта в рент
15:29 04.04.2012 Министерство образования - Чебоксары
 
По теме
Утром 11 июля в отдел полиции № 4 УМВД России по городу Чебоксары поступило заявление о краже 16 тысяч рублей из кафе, расположенном на Московской набережной.
Тематическая беседа «Мои безопасные каникулы» прошла в Ядринской детской библиотеке с юными читателями и их родителями в рамках Всероссийской акции «Безопасность детства».