Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухакан чи лайӑх студентсене чысларӗҫ

Тӗрлӗ факультетра ӑс пухнӑ 111 каччӑпа хӗр вӗренӳре, наукӑра, спортра, пултарулӑхра, обществӑлла пурнӑҫра ҫитӗнӳсем тунӑ.

Уяв Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче иртрӗ. Хастар та пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртасси 2010-мӗш ҫултанпа йӑлана кӗнӗ.

“Чи лайӑххи” паллӑна тивӗҫекенсене аслӑ шкулӑн ректорӗ Андрей Александров, ытти сумлӑ хӑнасем саламларӗҫ. Хӗрсемпе каччӑсен умра – анлӑ пуласлӑх, терӗҫ. Пурнӑҫра пысӑк ҫитӗнӳсем тума, лайӑх специалистсем пулма сунчӗҫ. Университетра вӗренсе тухса диплом илнӗ яш-кӗрӗме хаклаҫҫӗ, вӗсем республикӑри тата унӑн тулашӗнчи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен компанисене вырнаҫаҫҫӗ.

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе аслӑ шкултан вӗренсе тухакансем пурте пӗрле сӑн ӳкерӗнчӗҫ тата академи шлепкисене ҫӳлелле ывӑтса пӗр-пӗрне саламларӗҫ.